Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çавра сĕтел
4 Октябрӗн 2023, 10:00

Патăрьелте Гурий Комиссаровăн 140 çулхи юбилейне паллă турĕç

2023 çулхи сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çĕрпÿ муниципаллă округӗнчи Патăрьел (Богатырево) ялĕнче паллă историк, этнограф, философ, литературовед, фольклорист, краевед, педагог тата общество деятелĕ Гурий Иванович Комиссаров-Вантер (1883-1969çç) çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа çавра сĕтел иртрĕ.

Патăрьелте Гурий Комиссаровăн  140 çулхи юбилейне паллă турĕç
Патăрьелте Гурий Комиссаровăн 140 çулхи юбилейне паллă турĕç

Пушкăртстанран асăннă мероприятие Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн чăн пайташĕсем Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ, Иван Ефимов, Мударист Сафин, Вячеслав Ерохин таврапĕлÿçĕсем хутшăнчĕç. «Çавра сĕтел» умĕн унта хутшăнакансем историллĕ тата паллă чăваш общество деятелĕсем, çар ертÿçисем, наука, литературăпа ÿнер ĕçченĕсем çуралнă вырăнсем тăрăх экскурсире пулчĕç. Унсăр пуçне вĕсем Гурий Комиссаровăн хăçан-тĕр çурчĕ пулнă вырăна, паллă историкăн кенотафне вырнаçтарнă масар çине те çитрĕç.
Çавра сĕтелре докладсемпе çумдокладсем вуларĕç. Кашнийĕ Г.И. Комиссаров наукăра, илемлĕ литературăра, краеведенипе чăвашведенинче тунă ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри Гурий Комиссаровăн сочинени пухăвĕсен пĕрремĕш томне хăтласси пулчĕ. Ăна Г.И. Комиссаров ячĕллĕ фонд директорĕ Василий Комиссаров йĕркелерĕ. Василий Варсонофьевич кĕнекесен пилĕк томне хатĕрлеме тата кăларма палăртнине пĕлтерчĕ.
Мероприяти вĕçĕнче чыслав церемонийĕ иртрĕ. Çав шутра пушкăрт делегацине те палăртса хăварчĕç. Наукăпа шырав, обществăпа культура ĕçĕ-хĕлĕнче нумай çул тăрăшса тата тухăçлă ĕçленĕшĕн вĕсене пурне те Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Хисеп хучĕсемпе, çавăн пекех асăну медалĕсемпе наградăларĕç. И.Г. Петров Гурий Иванович Вандер медальне илме тивĕçрĕ, И.В. Ефимовпа В.М. Ерохин тата М.Х. Сафин - Спиридон Михайлович Яндуш медалĕсене.
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн
Уралçум филиалĕн пресс-служби.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: