Тĕлпулу вăхăтĕнче София Петровна çекĕлпе тата йĕппе çыхмалли техникăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа панă, çыхнă япаласене кăтартнă, интереслĕ мастер-класс ирттернĕ. Ăста алĕç ăсти ертсе пынипе çекĕлпе çыхма вĕренни пухăннисене пысăк савăнăç кÿнĕ.
София Петровна 1945 çулта Паскай ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Çакăнтах ÿссе çитĕннĕ Варлам Николаевич Егоровпа вĕсем çирĕп çемье çавăрнă, пилĕк ачана – икĕ хĕр тата виçĕ ывăл – пурнăç парнеленĕ. Шел пулин те, çемье пуçĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. София Егоровнан ĕçлĕ пурнăçĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннă, вăл Калинин тата М.Егоров ячĕллĕ колхозсенче доярка пулса ĕçленĕ.
Кинемейĕн çуртĕнче питĕ хăтлă, мĕншĕн тесен унăн ăшне вăл хăй аллипе çыхнă япаласемпе илемлетнĕ.
Паянхи кун София Петровнан ывăлĕ ятарлă çар операцинче çар задачисене пурнăçлать. Кинемей салтаксем валли чун ăшшине шеллемесĕр, вĕсем сывă таврăнччăр тесе ырă сунса çăм чăлхасем çыхать.