Мĕн пĕчĕкрен ял хуçалăхне туртăннă Борис Владимировичпа Луиза Геннадьевна 2008 çулта хăйсен ĕçне пуçарнă. Çемье ĕçне аталантарас тĕлĕшпе фермер лашасем ĕрчетме республика грантне илнĕ. Мăшăр хăй вăхăтĕнче кăмăс производствине те хута янă. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие Пелепейпе Ĕпхÿ тата Мускав хулисене ăсатнă, çавăн пекех кÿршĕ районсене суту-илĕве тăратнă. Шафраново санаторийĕ те фермерсен продукцине хаваспах туяннă. Анчах, пĕлтĕртенпе Савринсем кăмăс туса илес ĕçе пăрахăçланă. Мĕншĕн тесен ĕç аллисем çитсе пыман. Хальхи вăхăтра çемье çамрăк ăйăрсемпе кĕсресем ĕрчетет, вĕсене суту-илĕве тăратать. Фермăра пушкăрт, орел тата йывăр çăк турттармалли вырăс ăрачĕллĕ лашасем пур.
Çемье пуçĕ Çурçĕрте энергетик пулса тăрăшать. Çав хушăрах хуçалăхри ĕçсене тума та вăхăт уйăрма ĕлкĕрет. Паллах, ăна çак ĕçре юратнă мăшăрĕсĕр пуçне Олегпа Андрей ывăлĕсем те пулăшаççĕ. Çамрăксем ашшĕне выльăх апачĕ хатĕрлеме, тĕш тырă культурисене пуçтарма пулăшу кÿреççĕ.
Хуçалăхра ĕçĕ тем пек нумай пулсан та Саврисен çемйи ыркăмăллăх ĕçĕнчен те пăрăнса юлмасть – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тăтăшах пулăшу парать. Кăçалхи январь уйăхĕнче çеç Борис Владимирович хăйсен çемйи ятĕнчен Шаймуратов ячĕллĕ пушкăрт батальонĕн паттăрĕсем валли УАЗ автомобиль панă. Паянхи кун «тимĕр ут» батальонăн 72-мĕш бригадине çитнĕ. Салтаксем автомобильпе малти линирен аманнисене эвакуацилеççĕ, унсăр пуçне çар хатĕрĕсемпе тĕрлĕ çăк турттараççĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ.