Ун сăмахĕсем тăрăх, ятарлă çар операцийĕ мĕн пуçланнăранпа пирĕн республика çар çыннисене пулăшать. Çак ĕçре пултарулăх интеллигенцийĕ те айккинче юлмасть.
Радий Хабиров влаçсем çак пуçарăва ырласа çыравçăсене СВОна командировка йĕркелеме пулăшнине палăртса хăварнă.
Мунир Кунафин çул çÿрев заметкисемпе очеркĕсене ятарлă çар операцийĕ пынă вырăнĕсене çитсе курнă хыççăн çырса кăларнă та. Кун пек çул çÿревсем вара пĕрре çеç пулман. Пушкăртстан журналисчĕн пуххине АСТ издательство пичетлесе кăларнă.
- Кĕнеке «Время» патриотла серинчи кăларăмсенчен пĕрремĕш пулса çутта тухнă, - ăнлантарса панă регион ертÿçи. - Çывăх вăхăтра вăл «Китап» лавккара сутлăха тухĕ.