Урал сасси
+15 °С
Облачно
СВОрисене пулӑшатпӑр
17 Апреля 2025, 07:30

Тăхăр вун сакăр çулхи кинемей СВО салтакĕсене пулăшать

Мелеуз районĕнче пурăнакан 98 çулхи Полина Чельник çулĕсене пахмасăр фронта хастар пулăшать. Муниципалитет пуçлăхĕн Забир Габдуллинăн сăмахĕсем тăрăх, Полина Афанасьевнана вырăнти волонтерсем те, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем те лайăх пĕлеççĕ.

Тăхăр вун сакăр çулхи кинемей СВО салтакĕсене пулăшатьТăхăр вун сакăр çулхи кинемей СВО салтакĕсене пулăшать
Тăхăр вун сакăр çулхи кинемей СВО салтакĕсене пулăшать

Полина Афанасьевна СВО пуçланнă пĕрремĕш кунранах çар çыннисем валли çăм нускисем çыхма пуçланă. Çак вăхăт хушшинче кинемей гуманитари конвойĕсемпе пĕрле 200 яхăн мăшăр ăшă  нуски ăсатнă.

Полина Чельник пуçласа аллине 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне йĕп тытнă. Ун чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă. Йывăр çулсенче Полинăна тата унпа пĕр класра вĕренекен хĕр ачасене салтаксем валли нускисем çыхма çип панă. Çулсем иртсен те Полина Афанасьевна  каллех салтаксене пулăшать.

 - Çамрăкрах пулнă пулсан госпитале ĕçлеме кайăттăмччĕ, - хăйĕн кăмăлне пĕлтернĕ кинемей. - Эпĕ ăшăра ларатăп, салтаксем те урисене ăшăра тытччăр.

Полина Чельник пурнăç таппинче йывăрлăхĕсене сахал мар тĕл пулнă. Ашшĕ-амăшне кулак тесе айăплани, выçлăх, вăрçа нуши – анчах вăл нихăçан та парăнман, йывăр килни пирки пĕрре ÿпкелешсе калаçман.

Паянхи кун кинемей çывăх çыннисемпе тăванĕсен юратăвĕпе тимлĕхне туйса пурăнать. Унăн çумĕнче – ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

 - Полина Афанасьевна, сире вăрăм ĕмĕр сунатăп. Эсир – пирĕн мăнаçлăх, çамрăк ăрушăн тĕслĕх. Салтаксене пулăшу панăшăн пысăк тав! – тенĕ район пуçлăхĕ.   

 

Тăхăр вун сакăр çулхи кинемей СВО салтакĕсене пулăшать
Тăхăр вун сакăр çулхи кинемей СВО салтакĕсене пулăшать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас