Урал сасси
+15 °С
Облачно

СВОна хутшăннисен ачисем лагерьсенче канма пултараççĕ

Пушкăртстанра ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисен ачисем çуллахи лагерьсенче тÿлевсĕр канма пултараççĕ.

СВОна хутшăннисен ачисем лагерьсенче канма пултараççĕСВОна хутшăннисен ачисем лагерьсенче канма пултараççĕ
СВОна хутшăннисен ачисем лагерьсенче канма пултараççĕ

Вĕсем  валли ачасен канăвне йĕркелекен организацисен реестрне кĕрекен хула тулашĕнчи лагерьсенче кану йĕркелеççĕ. Профильлĕ сменăсем  7-14 календарь кунĕсенчен тăрĕç.

Ачана канма ярас тесен шкула пĕлтермелле тата кирлĕ документсене тăратмалла. Вĕсен шутне амăшĕн паспорчĕ, ача çине опека çирĕплетнĕ документ (кирлĕ пулсан), çуралнине çирĕплетекен свидетельство е паспорт, ачан ашшĕне мобилизаципе çар службине чĕнсе илнине çирĕплетекен справка тата тулевсĕр путевка уйăрма ыйтса çырнă заявлени кĕрет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас