Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
29 Июлӗн 2025, 19:00

Çамрăк волонтер СВО паттăрĕсем валли турăшсем тĕрлет

Вун пĕр çулхи Евдокия Левадная сакăр çултах ал ĕçĕпе интересленнĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан хĕр ача СВО паттăрĕсене пулăшу пама йышăннă.

Çамрăк волонтер СВО паттăрĕсем валли турăшсем тĕрлет
Çамрăк волонтер СВО паттăрĕсем валли турăшсем тĕрлет

Çтерлĕ хулинче пурăнакан Евдокия Левадная СВО пуçланнă кунранах пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлать. Хĕр ача турăшсене кам валли тĕрленине питĕ лайăх ăнланать. Евдокиян мăн аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, ашшĕ вара Çурçĕр Кавказри çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă. Çавăнпа та хĕр ача Тăван çĕршыва юратма вĕренсе, патриотизм мĕн иккенне ăнланса ÿсет.

Евдокия çветтуйсен сăнĕсем çар çыннисене сыхласса, вĕсем усалпа кĕрешме пулăшасса шанать. Вăл СВО паттăрĕсем валли вунна яхăн турăш тĕрленĕ. Ĕçсене вак шăрçаран пурнăçланă.

Нумаях пулмасть тунă ĕçе – Çветтуй Владимир турăш – хĕр ача Халăх фрончĕн хастарĕсене Владимир ятлă паттăра пама ыйтнă. Пушкăртстан Республикинчи Халăх фрончĕн уйрăмĕн ертÿçи Виталий Брыкин ăна чи хăюллă та паттăр салтака пама шантарнă.

Çамрăк волонтера турăшсем тĕрлеме вокал ăсталăхне алла илме пулăшакан Виктория Пивоварцева педагог вĕрентнĕ. Çавăн пекех хĕр ача хăйĕн наставникне шевронсем тума та пулăшать. Салтаксем ытларах православи тематикипе килĕшÿллĕн шевронсем туса пама ыйтаççĕ иккен, хăрарăм вĕсене чиркÿре сăваплать. Мăсăльмансем валли те шевронсем пур.   

    

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас