-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кармаскалă районĕнчи Балтино ялĕнче пурăнакан Николай Васильев СВО паттăрĕсем валли 120 килограмм сиплĕ пыл ăсатнă. Ырă кăмăллă çыннăн ĕçĕ пирки Кармаскалă район администрацийĕ пĕлтернĕ. Салтаксен юратнă пылак кучченеçне хурт-хăмăрçă Минигали Шаймуратов ячĕллĕ волонтер штабне илсе килнĕ.
Муниципалитетра палăртнă тăрăх, Николай Васильев çар задачисене пурнăçлакан ентешсене яланах пулăшу пама тăрăшать. 76 банка пыл çĕршер салатака çитмелле. Паянхи кун волонтер забрус хатĕрлет. Çут çанталăк антибиотикĕ çар условийĕсенче уйрăмах кирлĕ пулĕ.
Кармаскалă районĕ, Балтино ялĕ.