Урал сасси
0 °С
Облачно
СВОрисене пулӑшатпӑр
15 Августа 2025, 10:00

7,5 пин çар çынни санаторисенче тÿлевсĕр каннă

Пушкăртстанран ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемье пайташĕсем çăмăллăхпа усă курса санаторисенче тÿлевсĕр канма пултараççĕ. Программăпа çулсерен анлă усă кураççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
7,5 пин çар çынни санаторисенче тÿлевсĕр каннă7,5 пин çар çынни санаторисенче тÿлевсĕр каннă
7,5 пин çар çынни санаторисенче тÿлевсĕр каннă

 - Пушкăртстан Республикин вице-премьерĕ – çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Полянская пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта санаторисенче 1,5 пин çын каннă, 2024 çулта – 3,5 пин çын. 2025 çулхи май уйăхĕнчи кăтартусемпе килĕшÿллĕн çак çăмăллăхпа 2,5 пин çыр çынни тата вĕсен тăванĕсем усă курнă.

 - Паянхи кун Пушкăртстанăн 15 санаторинче канма пулать, çав шутра патшалăх шайĕнчисем те, уйрăм харпăрлăхрисем те. Çăмăллăхпа пĕр хутчен усă курма пулать, - ăнлантарса панă Наталья Полянская.

Санаторипе курорт сиплевĕ 14 кунпа танлашать, енчен икĕ çын кансан – 7 кун. Республика хыснинчен уйăракан путевка хакĕ икĕ эрнешĕн 60,2 пин тенкĕпе танлашать, çичĕ куншăн – 30, 1 пин тенкĕ.      

 

Автор:Ирида Матниязова