Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
5 Сентябрӗн 2025, 12:00

СВОри салтаксем Радий Хабирова хушма ят панă

Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова ятарлă çар операцинчи салтаксем «Тимĕр» хушма ят панă.

СВОри салтаксем Радий Хабирова хушма ят панă
СВОри салтаксем Радий Хабирова хушма ят панă

Çакăн çинчен вăл хăйĕн социаллă сечĕсенче каласа панă.

"Ятарлă çар операцинче кашни  çыннăн хушма ят пур. Çакă йĕркене кĕнĕ çар йăли, вăл хăрушсăрлăхпа, çара йĕркелессипе çыхăннă. Кам кăна çук çарта – «Туман», «Шаман», «Башкир», «Татарин», «Бес», «Тор», «Африка», «Бродяга», «Зверь», «Медведь», «Колибри», «Волга», «Двина»… Эпĕ малти линие кайнă чух манăн та хушма ят пур иккен. Тĕрлĕ вăхăтра мана «Шеф», «Хоккеист», «Агай» тесе чĕнетчĕç. Ку хутĕнче каччăсем мана «Тимĕр» ят пачĕç, - паллаштарать вăл.

Республика ертÿçи  çак пулăмпа  мăнаçланать, мĕн виличчен çак ятпа çÿреме хатĕр.

«Тимĕр - хытă материал çеç мар, вăл вăйлă тата хуçланмасть, авăнмасть. Эпĕ çакăн пек пулма тăрăшăп. Тĕрĕссипе каласан ĕмĕр тăршшĕ тĕрлĕ лару-тăрура та, управленипе, олигархсемпе çыхăннисенче те нихăçан та авăнман. Малалла та çавăн пек пулăп. Çитменнине тата манăн кĕçĕн ывăл Тимĕр ятлă. Эпĕ ун умĕнче шанчăка тÿрре кăларăп. Пурне те хисеплесе, - палăртнă Радий Хабиров.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас