Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
12 Октябрӗн 2025, 16:00

Фронт тата тыл – пĕр тĕвĕре

Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче иртнĕ эрнере чуна пырса тивмелли ăшă тĕлпулу иртнĕ. Шкул ачисемпе вырăнти «Пĕрлĕхре - пирĕн вăй» штабăн волонтерĕсем патне хăнана ятарлă çар операцине хутшăнакан Максим килсе çитнĕ. Ăнланупа тата тав сăмахĕсемпе тулнă калаçу кашнинех хумхантарнă, тарăн шухă янă.

Фронт тата тыл – пĕр тĕвĕре
Фронт тата тыл – пĕр тĕвĕре

Тĕлпулăва Иглин район администраци пуçлăхĕ Гюзель Насырова уçнă. Вăл чылай ăшă сăмах каланă май Чăваш Кăпавĕнчи уйрăмах туслă лару-тăрăва палăртнă. Район пуçлăхĕ Çĕнтерÿ хакĕ пысăк пулнине та асăнса хăварнă. Чăваш Капавĕ ял Канашĕнчен  ятарлă çар операцине 75 çын тухса кайнă. Чылайăшĕ таврăннă ĕнтĕ, çав шутра суранланнисем те пур. Хăш-пĕр çемьесем хăйсен паттăрĕсене ĕмĕрлĕхех çухатнă. Унсăр пуçне Гюзель Насырова вырăнти волонтерсене пысăк тав сăмахĕ каланă. 

Иглин салинчи Çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсен канашĕн уйрăмĕн председателĕ Николай Исаев ентешсен пулăшăвĕ хĕрÿ точкăсене çитнине палăртнă.

- Эпир гуманитари  пулăшăвне вырăнсене илсе çитеретпĕр, Волноваха çывăхĕнче те пулнă. Çакă эпир пĕрлĕхлĕ халăх пулнине çирĕплететет.  Фронт тата тыл – пĕр тĕвĕре, пирĕн тĕллев – салтаксене çĕнтерме май пур таран пулăшасси, - тенĕ Николай Юрьевич.

Тĕлпулăвăн тĕп хăни, «Башкир» хушма ятлă салтак, пухăннисене хăйĕн историне каласа панă. Вăл хăй шкул хыççăн хĕсметре пулни, радиоэлектронлă кĕрешÿ çарне лекни, йывăр профессипе кăсăкланса контракт алă пусни çинчен пĕлтернĕ.  2022 çултанпа ятарлă çар операцине хутшăнать, халĕ реабилитаци иртет. Максим хăй каласа панине - радиоэлектронлă кĕрешÿ çарĕ мĕнле ĕçленине, физика тата математика предмечĕсене мĕншĕн лайăх вĕренмеллине, пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмеллине - ăнланмалла тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.

Калаçу вĕçĕнче «Башкир» хушма ятлă салтак шкул ачисене лайăх вĕренме, яланах пуçпа шухăшлама суннă. Волонтерсемпе районта пурăнакансене пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав тунă.

Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас