Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
3 Декабрӗн 2025, 19:00

СВОна хутшăннисем иккĕмĕш пĕлÿ илме пултарĕç

ПР Патшалăх Пухăвĕ пленарлă ларăвăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавĕнче тивĕçлĕ улшăнусем йышăннă.

СВОна хутшăннисем иккĕмĕш пĕлÿ илме пултарĕç
СВОна хутшăннисем иккĕмĕш пĕлÿ илме пултарĕç

Пушкăртстанри ятарлă çар операцине хутшăннисем иккĕмĕш вăтам професси пĕлĕвне тÿлевсĕр илме пултараççĕ.  Парламент спикерĕ Вячеслав Володин çартан таврăннă çынсене ĕçпе тивĕçтересси тата хушма пĕлÿ парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă.

«Пирĕн хамăр енчен кирлĕ условисем туса памалла. Пурĕ ятарлă çар операци пуçланнăранпа СВОна хутшăннă салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă 148 саккун йышăннă», -пĕлтернĕ Вячеслав Володин.

СВО ветеранĕсемпе вĕсен çемье пайташĕсем хăйсен бизнес илсе пыма май пур. Оборона министерствипе контракт алă пуснисем 55 пулăшу мерипе усă курма пултараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас