Урал сасси
0 °С
Облачно

Социаллă контрактпа усă курса ферма уçнă

Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче пурăнакан ятарлă çар операцине хутшăннă Виктор Прохоров патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйĕн ĕçне уçнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Социаллă контрактпа усă курса ферма уçнăСоциаллă контрактпа усă курса ферма уçнă
Социаллă контрактпа усă курса ферма уçнă

Арçын социаллă контрактпа 350 пин тенкĕ илсе пысăк мар ферма, аш-какайран продукцийĕ туса кăларакан пĕчĕк цех йĕркеленĕ. Илнĕ укçа-тенкĕпе вăл дисклă сÿре, ваккумлă вакламалли хатĕр, самосвал  прицепĕ тата тĕш-тырăллă выльăх апачĕ туяннă. Предприниматель эрнере пĕр хутчен район центрĕн тĕп пасарĕнче хăйĕн продукцине сутать.

Пушкăртстанра 2025  çулта пурĕ тăватă пине яхăн социаллă контракт алă пуснă, вĕсенчен 1100-шĕ  харпăр хăйĕн ĕçне уçнă. Программăна хутшăннисем 718 миллион тенкĕ ытла нухрат илнĕ.

Автор:Инга Алексеева