Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
2 Нарӑсӑн , 11:00

Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ СВО салтакĕсене пулăшу туса пăшал панă

Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Юрюзань хулинче пурăнакан Шалти ĕçсен министерствин хисеплĕ ветеранĕ, Чăваш наци конгресĕн Челябинск облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕ Геннадий Иванов ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу туса сунар пăшалĕ панă.

Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ СВО салтакĕсене пулăшу туса пăшал панă
Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ СВО салтакĕсене пулăшу туса пăшал панă

Çакăн йышши утăм – тимлĕх палли кăна мар, чăн-чăн пулăшу. Малти линире асăннă пăшалпа тăшман дронĕсене хирĕç кĕрешнĕ чухне усă кураççĕ-çке.

Геннадий Николаевич шалти ĕçсен органĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕ. Çавăнпа та çар çыннисене çар задачисене пурнăçлама кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланать. Пултаруллă чăваш хастарĕн йышăнăвĕ – опытпа граждан яваплăхĕ çинче никĕсленнĕ тÿпе.

Раççейĕн Шалти ĕçсен министерствин Катав-Ивановск районĕнчи уйрăмĕ ветеранăн пуçарăвне ырласа йышăннă, кирлĕ документсене çырса хатĕрлессине тата пăшала вырăна илсе çитерессине хăй çине илнĕ. 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас