Пур хыпар та

Çулталăк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла СВО салтакĕ медосмотр тата диспансеризаци иртн

Пушкӑртстанра "Вăрăм ĕмĕрлĕ  тата хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн çулталăк пуҫланнӑранпа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 4 064 салтак тата вӗсен ҫемйисенчи 29 233 çын медицина тӗрӗслевӗсемпе диспансеризаци иртнӗ.

Çулталăк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла СВО салтакĕ медосмотр тата диспансеризаци иртн
Çулталăк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла СВО салтакĕ медосмотр тата диспансеризаци иртн

Кун пирки регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ. Тӗп тӗллев — Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисен сывлӑхне сиплеме пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтересси. Республикӑра çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранӗсем, СВОна хутшăннисем тата вӗсен ҫемйисем валли  ятарлӑ медицина пулӑшӑвӗн 37 кабинечӗ уҫӑлнӑ. Вӗсен шутне профилактика мероприятийӗсем, медицина тӗрӗслевӗсем, квалификациллӗ тухтӑрсен консультацийӗсем, диспансеризаци (аслисене) ирттересси, ҫавӑн пекех уйрăм специалистсем патне тата кирлӗ тӗпчевсем иртме ярасси. Кашни медицина организацийӗнче СВОна хутшӑннисемпе вӗсен ҫемйисем валли вӑхӑтлă та комплекслӑ медицина пулăшăвĕ паракан яваплӑ ҫынсем пур. Вĕсем валли медицина тĕрĕслевĕпе диспансеризаци иртме юн кун уйăрнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас