Урал сасси
+15 °С
Облачно

Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ

Сергей Вялов Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи 5№ шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Арçын ача класран класа куçнă чух памалли экзаменсене маларах тытса ашшĕпе, Андрей Вялов пачăшкăпа, пĕрле ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ леçме кайнă.

Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕСергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ
Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ

 - Сергей госпитальсенче сипленекен салтаксене пулăшать. Май уйăхĕн 11-мĕшĕнче арçын ачана «СВОна пулăшнăшăн» медаль парса чысланă. Наградăна штаб ертÿçин – пирĕн ентешĕмĕрĕн Андрей Белов аллинчен илме тивĕçнĕ. Çакăн пек каччăсемпе  мăнаçланатпăр, - тенĕ Алена Рахманкулова волонтер.

Андрей Вялов пачăшкă тăтăшах СВО зонине гуманитари пулăшăвĕпе кайса çÿрет, ăна çак пархатарлă ĕçре çемйи пулăшать.

2025 çулта РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Сергейăн ашшĕ-амăшне, Андрейпа Надежда Вяловсене, «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орден-медальпе наградăланă.

Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, Сергей хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн.          

 

Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ
Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ
Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас