Урал сасси
+21 °С
Облачно

Пушкăртстанри профессор ятарлă çар операцине автомобиль ăсатнă

Çывăх вăхăтра Ĕпхÿрен ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна ВАЗ-2107 автомобиль ăсатмалла. Техникăна çар çыннисене пама техника наукисен докторĕ  Олег Лянцев профессор кăмăл тунă. Хурçă ута вырăна Пушкăртстанри Халăх фрончĕн представителĕсем черетлĕ гуманитари конвойĕпе илсе çитерĕç.

Пушкăртстанри профессор ятарлă çар операцине автомобиль ăсатнăПушкăртстанри профессор ятарлă çар операцине автомобиль ăсатнă
Пушкăртстанри профессор ятарлă çар операцине автомобиль ăсатнă

Маларах  автомобильпе Олег Дмитриевичăн ашшĕ çÿренĕ. Лянцевсен йăх-несĕл тымарĕсем Луганск тăрăхĕнчен. Унта паянхи кун та тăванĕсем пурăнаççĕ. Çавăнпа та профессоршăн автомобиле çар хирĕç тăрăвĕ пыракан вырăна ăсатасси иккĕленÿ çуратман.  

- Салтаксене пулăшу кирлĕ. Çар тĕллевĕсене пурнăçлама вĕсене транспорт пулни пысăк пулăшу. Çакăн пек лару-тăрура сăваплă ĕçрен пăрăнса юлма юрамасть, -  тенĕ Олег Лянцев.

Лянцевсен çемйинче 1990 çулта туса кăларнă автомобиле ачашласа «Валентина» тесе ят панă. Кунта унăн тĕсне шута илнĕ, производитель çапла палăртнă. Çулĕсем самай нумай ( 36 çул) пулсан та çиччĕмĕш модель лайăх упранса юлнă. Ахăртнех, хуçи ăна тирпейлĕ  упраса пăхса тăнă. Фронта ăсатас умĕн Олег Дмитриевич автомобилĕн кивĕ пайĕсене улăштарса çапăçу хирне кĕме  хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтра ăна штурм подразделнине парĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас