

Сережа – пуçаруллă, шухă, пурне те пĕлме юратакан, ырă кăмăллă арçын ача. Вăл пысăк хавхаланупа «Орлята России» Пĕтĕм Раççейри юхăма хутшăнать, ыттисене пулăшма васкать. Чи пĕлтерĕшли - иккĕмĕш класс ачин чĕри салтаксене пулăшас тесе çунать.
Хальхи вăхăтра Сережа аслисемпе пĕрле маскировка сечĕ çыхать. Уншăн çакă вăйă мар, яваплă ĕç шутланать. Кашни маскировка сечĕ камăн-тăр пурнăçне çăлса хăварма пултарнине арçын ача лайăх ăнланать.
Ĕçчен те яваплă, ырă кăмăллă Сергея педагогсем, пĕр класра вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ хисеплеççĕ. Мал тĕллевлĕ те пуçаруллă, патриотизм туйăмĕпе çитĕнекен ачасем Çтерлĕ районĕн мăнаçлăхĕ шутланаççĕ.