

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси ведомствӑшӑн тата унӑн структура подразделенийӗсемшӗн малти вырăнта тăрать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах Пушкăртстан вӑрманҫисем малти линие тӗрлӗ йывăç материалсем ҫитереҫҫӗ: вутӑпа хӑмаран пуҫласа ҫаврака пӗренесем таранах, вӗсенчен блиндажсемпе укрепленисем хӑпартаҫҫӗ. Анчах та пулӑшу йывӑҫ ӑсатассипе кӑна ҫырлахмасть. Ведомство ӗҫченӗсем гуманитари пулӑшӑвне пухма хастар хутшӑнаҫҫӗ: маскировка сечӗсем ҫыхаҫҫӗ, хирти условисенче салтаксем валли техникӑпа ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр пухаҫҫӗ.
- Хӳтӗлевҫӗсене пулӑшасси - пирӗн тӳрӗ тивӗҫ, эпир ăна хамăр ума лартнӑ тӗллевсем вӗҫленичченех туллин пурнӑҫлӑпӑр, - пӗлтерчӗ министр.