

Пӗрлехиплатформаникӗсӗ ҫинчеӗҫлекенҫӗнӗсервисçивĕчыйтусенетатсапама пулăшĕ. Приложенипе усă куракансем хыпарсене пӗлме, патшалӑх органӗсене официаллӑ ыйтусем пама, ҫавӑн пекех квалификациллӗ медицина, психологи тата юридици консультацине илме пултарӗҫ.Унсӑрпуҫне кунта ӗҫ вырăнĕн вакансийĕсем пирки информацисем, пулас мероприятисен афишисем тата хутшӑнмалли чатсем те пур.
Инновациллӗ цифра продукчӗн ӗҫӗ пирки республикӑри СВО Ветеранӗсен ассоциацийӗн председателӗ Оскар Ситдиков каласа панă. Вӑл çирĕплетнĕ тӑрӑх, асăннă платформа ветерансене, регионти ассоциацине, влаҫ органӗсене, муниципалитетсене, "Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисем" патшалӑх фондне тата ӗҫпе тивĕçтерекенсене çыхăнтаракан звено пулса тӑрать. Ҫакӑ бюрократи чăрмавĕсĕр пулăшу йӗркелеме май парӗ.
Пирĕн республика вӑрҫӑ ветеранӗсене социаллӑ пулӑшу памалли комплекслӑ цифра модельне Раҫҫейре пĕрремĕш пулса пурнăçа кĕртнĕ.