

Республикăри суд приставĕсен служби ăнлантарса панă тăрăх, транспорт хатĕрĕсене республикăра пурăнакансенчен туртса илнĕ. Вĕсем автомобиль рульне темиçе хутчен те ÿсĕрле тытса пынă, йĕркене çавăн пек пăснăшăн административлă майпа айăпланнă пулнă. Саккунпа килĕшÿллĕн кун пек ĕçсене уголовлă преступлени тесе хаклаççĕ, унпа килĕшÿллĕн машинăсене конфискацилеççĕ.
Ĕç тăвакан документсем суд приставĕсен службине çитнĕ, унăн ĕçченĕсем машинăсем ăçта вырнаçнине палăртнă. Саккунпа палăртса хăварнă мĕнпур юридици процедурисене вĕçленĕ хыççăн вун-вун автомобиле çар подразделенийĕсен представителĕсене панă.