Урал сасси
+1 °С
Облачно

Апат урлă кил ăшши фронта çитĕ

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскул ялĕнчи волонтерсем «Хамăрăннисен пăрахмастпăр» акцие малалла тăсаççĕ. Хальхинче вĕсем, чун-чĕрипе фронтри салтаксемшĕн çунакансем, ялти культура çуртне килти лапша хатĕрлеме пухăннă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Апат урлă кил ăшши фронта çитĕАпат урлă кил ăшши фронта çитĕ
Апат урлă кил ăшши фронта çитĕ

Пулăшу акцине хутшăнакансем тăван тăрăхри апат çимĕç çапăçу хирĕнче ытларах вăй панине, тутă тытнине те лайăх ăнланаççĕ. Унсăр пуçне çĕршыв хÿтĕлевçисем апат урлă кил ăшшине туясса шанаççĕ тата вĕсене тăван ялта, районта асра тытнине, çĕнтерÿпе таврăнасса чăтăмсăр кĕтнине çирĕплетеççĕ.

«Килти лапша яшкине çинĕ май, эпир сире тăван тăрăхра кĕтнине асра тытăр. Кашни утăм çĕнтерĕве çывхарттăр. Тĕреклĕ те çирĕп пулăр. Пĕрле чухне эпир вăйлă, - теççĕ пуçаруллă та ĕçре правур хĕрарăмсем салтаксене ырă сунса.

Юрий СНЕГОПАД.

Апат урлă кил ăшши фронта çитĕ
Апат урлă кил ăшши фронта çитĕ
Апат урлă кил ăшши фронта çитĕ
Автор:Юрий Михайлов