-3 °С
Облачно


Елена Камалетдинова тулли пурнăçпа пурăнайман ачасемпе аслисем валли ятарлă тумтир ҫӗлекен ателье уçма патшалӑхран 350 пин тенкӗ пулӑшу илнӗ. Ятарлă çар операцине хутшăннисем, демобилизациленӗ салтаксем тата вӗсен мӑшӑрӗсем уйрăм предприниматель ĕçне пуçарса яма е хӑйсен ӗҫне аталантарма социаллӑ контракт йӗркелеме пултараҫҫӗ. Пушкӑртстанра СВОна хутшӑннă 180 ытла ҫемье çакăн пек пулӑшу ыйтса пынӑ.