Урал сасси
+15 °С
Дождь
Чăн пурнăçран
23 Июня , 04:00

Улталарĕç

Ваттисем пире мĕн ачаранах чикан урапи çине ларма хушман. Вĕсемпе хăратнисем те пулкаланă, анчах самана улшăнчĕ. Халĕ чикансем пирĕн яла час-часах килсе çÿреççĕ. Мĕн тума тетĕр-и? Тĕк пуçтараççĕ.

УлталарĕçУлталарĕç
Улталарĕç

Ялти нумай кинемей минтер-тÿшекне вĕсене парса ячĕ ĕнтĕ. Кам мĕнпе улăштарать… Пĕрисем тÿшек парса матрас илсе юлаççĕ, теприсем минтер парса чикан минтерне е вырăн виттине. Начаррине никам та хальччен каламан. Улăштараççĕ те – шăпăрт. Пит лайăх япала туянса юлаççĕ пулмалла.
Манăн та минтерсем туллиех. Хам выртман вырăн çине вĕсене тем çÿллĕш тиесе хунă. Выртман, никама та кирлĕ мар тÿшекĕ те пур. Мĕн тăвăн, хур-кăвакал мамăкне пуçтарса çĕленĕ тÿшексемпе минтерсем çинче никам та шăм-шаккисене ăшăтса выртасшăн мар халь. Экологи теççĕ. Тĕксем çинче темле кăпшанкăсем йăшăлтатаççĕ имĕш. Çавăнпа манăн та вĕсене çĕнĕ япаласемпе улăштарас килет, тепĕр енчен шалккă пек те туйăнать. Çавăнпа хальччен тăхтарăм.
Пĕррехинче ирпе хур-кăвакала пĕвене хăваласа яма тухсан мана хирĕç çав чикансем килнине курах кайрăм.
– Аппаçăм, кирлĕ мар минтер-тÿшек çук-и санăн? – ыйтаççĕ кăмăллăн. – Эпир сире вĕсене экологи енчен таса бамбук мамăкĕнчен çĕленипе улăштарса парăпăр.
Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, пĕр иккĕленмесĕр килĕшрĕм.
– Атьăр, улăштаратăп, – терĕм те хам кил енне чикансене ертсе кайрăм.
Савăнчĕç хайхисем. Пит савăнчĕç. Пы-ы-сăк тÿшеке аран йăтса тухрăм. Виçсе пăхрĕç. Унтан çи виттине чĕрсе тĕкĕн пахалăхне хакларĕç.
– Аван, шутсăр аван, – терĕç хайхисем мана савăнтарса.
Аван, паллах, мĕншĕн аван ан пултăр. Ăна аннепе кукамай мĕнле тăрăшса туса панă-ха мана. Кукамай кашни тĕкне чĕрсе ларатчĕ.
Шалккă пулчĕ тÿшеке, унпа пĕрле темĕн, курăнман çипĕ татăлнă пекех туйăнчĕ. Çапах та парса ятăм. Минтерсене те тустарса пăхрĕç.
– Мĕн илетĕн тÿшекпе минтерсем вырăнне, суйла, – терĕç таварĕсене кăтартса.
– Матрас илем-ха. Минтер тата, – терĕм ухмах пуçăмпа.
Пĕрисенчен тасални çитмен-ха, каллех çав тавара илетĕп вĕт. Пит хулăн та кăпăшка пек туйăнчĕç вĕсем. Мухтаççĕ, экологи енчен таса теççĕ вĕт. Ĕнентĕм. Пÿрте çăп-çăмăл матраспа икĕ минтер йăтса кĕтĕм те тÿрех хамăн вырăн çинчен тÿшеке илсе ун вырăнне сартăм. Паян патша майри пек çывăрăп-ха тесе ĕмĕтлентĕм. Минтерсене тепĕр кравать çине кайса хутăм.
Çĕнĕ матрас çинче пĕрремĕш каçхине те, пĕрремĕш эрнинче те аванах çывăртăм. Саккăрмĕш кунĕнче ман айра темĕн мăкăрăлса тухнă пек туйăнчĕ. Простыне илтĕм те – тĕлĕнсех кайрăм. Хайхи матрас усал çанталăкра хумханакан Хура тинĕс пек курăнать. Пĕр çĕрте мăкăрăлнă, тепĕр çĕрте лаптăк. Лайăхрах тытса пăхрăм та, матрасăн çийĕ çĕтĕлме пуçланине куртăм. Шăтăк! Унтан вара нимĕнле мамăк та курăнмасть. Ăшĕнче мĕн пуррине пăхас тесе шăтăк тĕлĕнче çивиттине çурсах ятăм. Темле хура-кăвак татăксем курăнса кайрĕç. Эй, Тур-тур! Хайхи бамбук мамăкĕ текенни мар-ши ку тетĕп. Ним тума аптăранипе матраса йăтрăм та картишне тухрăм. Лайăхрах сăнаса пăхрăм та тĕлĕннипе ик пĕççе шарт! çапрăм. Ара, кунта çĕвĕ цехĕнче урайĕнче йăваланса выртакан пусмасен татăкĕсемпе çипсен çÿп-çапне пуçтарнă мар-и? Йăваланса выртакан усăсăр япаласене пысăк миххе чиксе хунă та – матрас пулнă вĕсен. Эп, ăссăр, çак çÿп-çапа таса мамăкпа улăштартăм!
Халь мĕн тумалла ку матраспа? Ăçта хумаллине те пĕлместĕп. Урама кăларса ывăтас – çынран аван мар, тем калĕç. Ял тăрăх ку çурăк-çарăк йăваланса выртни те кăмăлсăр. Çунтарса ярас? Хăратăп çулăмăн тĕтĕмĕпе чыхăнса вилесрен. Тем тултарнă-ха унта? Йытă айне пăрахас – йытă çук, пĕлтĕр вилчĕ. Шутларăм-шутларăм та – чăх витине кайса пăрахрăм. Чăхсене ăшăрах пултăр терĕм.
Тепĕр кун ирхине килти кайăк-кĕшĕке апат пама тесе тухрăм. Ытти кунхи пек чăхсем картлашка умĕнче мана кĕтсе тăмаççĕ. Шăп. Кăвакалсем кăна нартлатаççĕ. Мĕн пулнă-ши? Пăсара тытса кайман-ши тесе часрах вите еннелле чупса кайрăм. Хăранипе чутах кайса ÿкеттĕм. Ман чăхсем урисемпе çав матрас ăшĕнчи татăксемпе, çипсемпе çыхланса ларнă. Ниçталла та хускалаймаççĕ. Аран тыткăнран хăтартăм вĕт мĕскĕнсене. Каçпа вара, çын курман чухне, аякри çырма тĕпне кайса петĕм матраса.
Манăн тата чикансенчен илсе юлнă минтерсем те пур-ха, анчах вĕсем çине выртма хăраса тăратăп.
Елена ФЕДОРОВА.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас