Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Июнӗн 2021, 14:55

Гинеколог COVID-19-тан прививка туни хĕрарăмăн сывлăхне мĕнле витĕм кÿнине хак панă

Раççейри Сывлăх сыхлав министрествин акушерипе гинекологи ĕçне илсе пыракан штатра тăман тĕп специалист‚ РАН академикĕ Лейла Адамян COVID-19-тан прививка туни хĕрарăмăн сывлăхне мĕнле витĕм кÿнине хак панă. Академик сăмахĕсем тăрăх‚ кăшăлвирус вакцини ача çуратакан хĕрарăмсен сывлăхне витĕм кÿмест‚ анчах кăшăлвирус инфекцийĕпе йывăр чирлени сиен кÿнине тупса палăртнă.

 «Эпир тĕпчев ирттертĕмĕр‚ вакцинаци иртни репродукцие (ача çуратаслăх) нимĕнле сиен те кÿмест. Анчах кăшăлвируспа йывăр чирлени организма витĕм кÿнине çирĕплетнĕ»‚ - гинеколог сăмахне РИА Новости пĕлтернĕ.

Вирус ача çуратмалли органсене тÿрремĕн пырса тивмест. Вăл системăпа шыçу реакцийĕ урлă сиенлĕ витĕм кÿрет. Çакă кăшăлвируспа чирленĕ хĕрарăмсене вăхăтсăр ача çуратасси патне илсе çитерет. Медицина ĕçченĕ хăш чухне тухтăрсем ачана хырăмран касса кăларнине те палăртнă.

Ирида НОВИКОВА.

Читайте нас