Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствине июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Архангельск районĕнчи Абзаново ялĕ çывăхĕнчи чугун çул каçминче Toyota автомобильпе Нижневартовск-Адлер локомотив çапăнни çинчен хыпар килсе çитнĕ.
Пушкăртстан Республикинчи Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн (ГИБДД) пресс-службин малтанхи даннăйĕсем тăрăх‚ Toyota рульне тытса пыракан арçын светофорăн хĕрлĕ çути çуннă вăхăтра чугун çул каçми урлă каçнă. Çапла майпа вăл 345№ пассажир поезчĕпе çапăннă. Арçын хурт-хăмăр турттарнă пулнă.
Çăмăл машинăн водителĕ йывăр суранланнă‚ шăммисене хуçса пĕтернĕ. Ăна Архангельскри тĕп район больницине илсе çитернĕ. Анчах арçын медицина учрежденийĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Чугун çул транспорчĕ палăртнă вăхăтран кая юлма пымасть. Поезд малалла çул тытнă тенĕ пресс-службăра.
Сăмах май чугун çул каçминче светофор вырнаçтарнă‚ сасă сигналĕ ĕçлет‚ шлагбаум çук.