РФ Правительстви Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне октябрь уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.
Астутаратпăр‚ кăçалхи çулăн февраль уйăхĕнче кăшăлвирус пандемийĕ сарăлассине чакарас тĕллевпе халăх çыравне сентябрь уйăхне куçарнăччĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн медиаофисĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ палăртнă вăхăт халăх çыравне ООН сĕннĕ çырав раундĕнче ирттерме май парать. Унсăр пуçне асăннă вăхăт тĕлне Раççей çыннисен ытларах пайĕ отпускран килĕсене таврăнĕç.
Унчен маларах халăх çыравне эпидемиологи ларăвне пула куçарассине США‚ Аргентина‚ Бразили‚ Эквадор‚ Киргизи тата ытти çĕршывсем пĕлтернĕ.
Çăмăл мар лару-тăрура Раççей статистикĕсем даннăйсене цифрăллă майпа пухасса шанса тăраççĕ.
Çитес çыравра Раççей çыннисем хăйсен тĕллĕн Госуслуги порталта‚ çав шутра нумай функциллĕ центрта çырăнма пултараççĕ.
Интернет-çырав Раççейшĕн çĕнĕлĕх шутланать. Респондентсемпе çырав листисем хушшинче вĕсене çыхăнтаракан çын (посредник) çук.
- Технологи енчен илес пулсан эпир цифрăллă çырав ирттерме хатĕр: даннăйсене пухмалли‚ пăхса тухмалли тата ярса памалли IT-система йĕркеленĕ. Вăл тест витĕр ăнăçлă тухнă‚ электронлă планшетсене регионсене илсе çитернĕ‚ - тенĕ Росстатăн ертÿçин çумĕ Павел Смелов.
Ирида НОВИКОВА‚