Пур хыпар та
Чăвашлăх
24 Июнӗн 2021, 09:35

Республикăри шалти туризма аталантарма субсидисем парĕç

Пушкăртстанри предпринимательсене‚ çавăн пекех юридици сăпачĕсене республикăри шалти туризма аталантарма субсидисем парĕç. Вĕсене илме май паракан йĕркесене республика правительствинче иртнĕ канашлура çирĕплетнĕ.

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров палăртнă тăрăх‚ кăшăлвирус пандемийĕ туристсен республикăри рынокĕ çине витĕм кÿнĕ.

 - Республикăна килекен туристсен шутне ÿстерме туризм бизнесĕн субъекчĕсене çĕнĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелле‚ - тенĕ Андрей Назаров.

Пушкăртстанри Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ шутласа кăларнă проектпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ юхăмсене субсидисемпе тивĕçтерме палăртаççĕ.  Вĕсен шутĕнче: çĕнĕ турист маршручĕсене уçасси‚ пулă тата сунар‚ агро-‚ эко- тата ял хуçалăх туризмĕсене аталантарасси‚ туристсене вырнаçтармалли майсене тупасси тата çак вырăнсене тирпей-илем кĕртесси.

 - Пĕр юридици сăпатне е предпринимателе паракан субсиди виçи пилĕк миллион тенкĕрен иртмĕ‚ анчах та усламçăн хăйĕн те 50% тăкаксене саплаштармалла‚  - тенĕ ПР Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Эльмира Туканова.

Ирида НОВИКОВА.

Читайте нас