Пур хыпар та
Чăвашлăх
25 Июнӗн 2021, 10:23

Вертолет персе аннă, Пушкăртстанра çуралнă çын вилнĕ

Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнче Росгвардин Ми-8 вертолечĕ инкеке лекнĕ - вăл вĕçев вăхăтĕнче персе аннă. Регионти васкавлă служба пĕлтернĕ тăрăх, виçĕ çын вилнĕ. Çав шутра пĕрремĕш звено штурманĕн пулăшаканĕ 27 çулхи Рамиль Сулейманов. Вăл Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ пулнă.

Ятарлă служба кăтартăвĕсем тăрăх, вертолет вĕренÿпе тренировка вĕçевĕ ирттернĕ. Экипаж юлашки минутчен, çĕр çине ÿкиччен, «хурçă кайăка» çынсем пурăнакан вырăнтан аякка илсе кайма тăрăшнă тесе пĕлтерет Росгвардин пресс-служби. Пакунлă паттăрсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пысăк инкеке сирсе яма пултарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Читайте нас