Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Июнӗн 2021, 11:36

Республикăра 14-35 çулхи 1,1 млн çамрăк çын пурăнать

Пушкăртстан статистики Çамрăксен кунĕ тĕлне яш çынсемпе çыхăннă цифрăсене пичетлесе кăларнă.

Пушкăртстан статистики Çамрăксен кунĕ тĕлне яш çынсемпе çыхăннă цифрăсене пичетлесе кăларнă.

2021 çулăн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 14-35 çулхи 1 107,6 пин çамрăк çын пурăнать. Вăл Пушкăрстанра пурăнакансенчен 27,6% шутланать, вĕсенчен 50,5% - арçынсем, 49,5% - хĕрарăмсем.

Хуласенче 735,9 пин çын (пĕтĕм хула çыннисенчен 29,3%), ялсенче 371,7 пин çамрăк (пĕтĕмĕшле ялта пурăнакан çынсенчен 24,7%) кун кунлаççĕ.

Хуласенче 14-35 ÿсĕмри кашни 1000 арçынна  1071 хĕрарăм килет, ялсенче  - 810 хĕрарăм çеç.

Пушкăртстанра çамрăксене ĕçпе тивĕçтермелли шай пысăк . 2020 çулхи тĕпчевсем тăрăх 15-34 çулхи  60,4% çамрăк экономика сферинче тăрăшаççĕ. Асăннă ÿсĕмĕн ĕçсĕрлĕх шайĕ иртнĕ çулта 7,5% çитнĕ.

Республикăра 14-35 çулхи 1,1 млн çамрăк çын пурăнать
Республикăра 14-35 çулхи 1,1 млн çамрăк çын пурăнать
Читайте нас