Пур хыпар та
Чăвашлăх
29 Июнӗн 2021, 10:34

Булгаково - Бузовьязă çул лаптăкне юсаççĕ

Кармаскалă районĕнче «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче Булгаково - Бузовьязă çулăн пилĕк çухрăма тăсăлакан пайне юсаççĕ. Юсав ĕçĕсене ресайклинг технологийĕпе усă курса ирттереççĕ‚ çулăн аялти сийне те çĕнетеççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ - кивĕ асфальта ватса-тĕпретсе тепĕр хут усă курни.

Паянхи кун тĕлне çулăн никĕсне тунă. Строительсем çĕнĕ асфальтпа бетонăн çиелти сийне хураççĕ. Çавăн пекех контрактпа килĕшÿллĕн çул çинче çул-йĕр паллисем вырнаçтармалла. Пушкăртстанри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ ĕçсене сентябрь уйăхĕнче вĕçлемелле.

Аукцион çĕнтерÿçи контракт хакне 58‚6 млн тенкĕрен 58‚314 тенке çити чакарнă. 

Пĕтĕмĕшле «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем ирттерессипе çыхăннă контрактсене (21 участокри пĕтĕмĕшле юсамалли çулсен тăрăшшĕ 50 çухрăмпа танлашать) «Башкиравтодвор» выляса илнĕ. Подрядчиксен шутĕнче регионти филиалсем пулнине палăртса хăвармалла.

Ирида НОВИКОВА.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Безопасныеикачественныеавтомобильныедороги

Читайте нас