Пур хыпар та
Чăвашлăх
29 Июнӗн 2021, 11:48

Следовательсем 9 çул каялла тунă преступление уçса панă

Туймазă çыннине тăхăр çул каялла арçынна вĕлернĕшĕн айăплаççĕ. Следстви пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ айăпа кĕнĕ 35 çулхи арçын çын вĕлернĕ‚ ÿтне мăшкăл кÿнĕ.

Следовательсем 9 çул каялла тунă преступление уçса панă
Следовательсем 9 çул каялла тунă преступление уçса панă

Туймазă çыннине тăхăр çул каялла арçынна вĕлернĕшĕн айăплаççĕ. Следстви пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ айăпа кĕнĕ 35 çулхи арçын çын вĕлернĕ‚ ÿтне мăшкăл кÿнĕ.

2011 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче йĕрке хуралçисене Туймазă хулинче пурăнакан хĕрарăм унăн 20 çулхи ывăлĕ тăванĕсен туйĕнче пулнă  хыççăн çухалнине пĕлтернĕ.

2012 çулхи март уйăхĕнче çамрăк çыннăн ÿтне Туймазă хулинче‚ тимĕр-тăмăр йышăнакан вырăнтан инçе мар‚ тупнă. Ун чухне следствипе оперативлă мероприятисем ирттернĕ пулсан та киревсĕр ĕç тунă çынна тупса палăртайман.

2020 çулта темиçе çул каялла тунă преступленисене тĕпчекен тата уçса паракан ведомствăсем хушшинчи аналитика ушкăнĕ (унăн йышне Раççейĕн следстви комитечĕн республикăри следсти управленийĕн следователĕсемпе следователь-криминалистсем ‚ Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав тата республикăри ФСИН ĕçченĕсем кĕнĕ) çамрăка кам вĕлерме пултарнине уçăмлатнă.

Çĕнĕ информацие шута илсе аналитика ушкăнĕ уголовлă ĕçе тепĕр хут пăхса тухнă‚ киревсĕр ĕçе куçпа курма пултарнă çынсенчен те тепĕр хут ыйтса тĕпченĕ‚ айăпа кĕнĕ çын преступлени тунă вăхăтра пачах урăх çĕрте пулнипе пулманнине тĕрĕсленĕ‚ суд тенкелĕ çине ларакан тĕлĕшпе хушма экспертиза ирттернĕ. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ инкек курнă çыннăн тăхăнмалли япалисем çинче айăпланаканăн биологи йĕрĕсем тупăннă.

Следстви палăртнă тăрăх‚ 2011 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче айăпа кĕнĕ çын‚ самай хĕрĕнкĕ тата мăшăрĕпе хирĕçнĕ хыççăн агрессивлă пулнă‚  урамра çамрăк качча тĕл пулнă. Икĕ арçын хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă. Усал шухăшлă çын çамрăк качча çĕçĕпе темиçе хутчен чикнĕ‚ унтан ÿтне мăшкăл кÿнĕ. Çавăн хыççăн арçын вырăнтан пăрахса тарнă.

Айăпа кĕнĕ çын хăйĕн айăпне йышăнман. Суд ăна 14 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăну тунă. Асăннă приговор вăя кĕмен-ха.    

Ирида НОВИКОВА.

Читайте нас