Пур хыпар та
Чăвашлăх
29 Июнӗн 2021, 10:40

Тăватă кун хушшинче ултă арçынпа пĕр ача путса вилнĕ

Пушкăртстанра июнь уйăхĕн 25-28-мĕшĕсенче юхан шывсенче çын вилĕмĕпе çыхăннă темиçе синкерлĕ ĕç пулса иртнĕ. ПР Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрне кун Ĕпхÿ хулин Калинин районĕнчи Базилевка ялĕ çывăхĕнче Ĕпхÿ юхан шывĕнче (река Уфа) вырăнта пурăнакансем арçын ÿтне тупнă. Вăл шывра çур çул выртма пултарнă тесе шутлаççĕ. Халĕ çын кам пулнине, вилĕмĕн сăлтавне тĕпчеççĕ.

Караидель районĕнче, Круш ялĕнчен 4 çухрăмра ПР Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн хăтаруçисем 71 çулхи арçын ÿтне туртса кăларнă. Вăл июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулла кайсан çухалнă. Путса вилнĕ çыннăн ÿтне полицие панă.

Ĕпхÿ хулинче, Çурçĕр автовокзал таврашĕнче, Атăл (Белая) юхан шывра шыва кĕме юраман вырăнта 47 çулхи арçын путса вилнĕ. Унăн ÿтне Хулари гражданла хутлĕх управленийĕн хăтаруçисем туртса кăларнă.

Ишимбай районĕнчи Карайганово ялĕ çывăхĕнче «Смоленовский» пĕвере кĕме юраман вырăнта 60 çулхи арçын путса вилнĕ. Ун ÿтне Кумертау хулин шыравпа çăлăнăç отрячĕ тупнă.

Илиш районĕнчи Андреевка ялĕнче Атăл юхан шывĕнче шыва кĕме юраман вырăнта 62 çулхи арçын путса вилнĕ. Унăн виллине Дюртюли хулин  шыравпа çăлăнăç отрячĕн ĕçченĕсем тупса полицие панă.

Зианчура районĕнчи Кузебеково ялĕнчи Ташла çырминче 14 çулхи арçын ача путса вилнĕ. Вăл çырантан шыва сикнĕ. Куракансен унăн виллине шывран туртса кăларнă.

Тепĕр инкек Учалă районĕнчи Калканово ялĕнчен 2 çухрăмри Калкан кÿллинче пулса иртнĕ. Шывра 26 çулхи арçын путса вилнĕ. Куракансем унăн виллине тупса кăларнă.

«Хисеплĕ республика çыннисем, шăрăх кунсем тăраççĕ. Инкеклĕ ĕçсен министерстви ачасене тимлĕхсĕр хăвармасса, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма, шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ, тĕрĕслев витĕр иртнĕ вырăнсене суйласа илме хистет. Çÿлерех асăннă çынсем шыва кĕме юраман çĕрте хăйсен вилĕмне тупнă. Шыва пĕр-икĕ черкке эрех ĕçсе кĕрсен каялла тухма пултараймасси çинчен  те ан манăр. Хăвăра упрăр, сире килте кĕтеççĕ», - чĕнсе каланă ведомствăра.

Читайте нас