

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Пушкăртстан Республикин халăх артисчĕ, Пушкăрт оперăпа балет театрĕн илемлĕх ертÿçи, республика Пуçлăхĕн культура тата ÿнер енĕпе ĕçлекен канашçи Аскар Абдразаков кукаçи пулса тăнă. Мăнукне ăна Марианна хĕрĕ парнеленĕ. Çак савăнăçлă хыпара паллă опера юрăçи социаллă сетьсенче пĕлтернĕ.
«Марианночка, манăн хĕрĕм тата Антон, сире чун-чĕререн паллă та тахçанах кĕтнĕ кунпа – ывăл çуралнă ятпа саламлатăп. Тавах мăнукшăн. Эпĕ те кукаçи пулса тăтăм. Çĕнĕ ята илнĕ ятпа! Арçын ача кунран кун савăнтартăр. Юрататăп»,- тесе çырнă телейлĕ юрăç-кукаçи.
Юрий СНЕГОПАД.