Чăвашлăх
30 Июня 2021, 05:31

Кăшăлвирусран вакцина тăвассипе Пушкăртстан улттăмĕш вырăнта

Пушкăртстанра кăшăлвирусран йышпа вакцина тăвасси малалла пырать. Региона 600 240 доза «Спутник V», «ЭпиВакКорона» тата «ЭпиВак» вакцина илсе килнĕ. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пĕрремĕш компонентпа республикăра пурăнакан 514 817 çын прививка тутарнă, иккĕмĕшпе - 367 821 çын.

Кăшăлвирусран вакцина тăвассипе Пушкăртстан улттăмĕш вырăнтаКăшăлвирусран вакцина тăвассипе Пушкăртстан улттăмĕш вырăнта
Кăшăлвирусран вакцина тăвассипе Пушкăртстан улттăмĕш вырăнта

Пушкăртстанра кăшăлвирусран йышпа вакцина тăвасси малалла пырать. Региона 600 240 доза «Спутник V», «ЭпиВакКорона» тата «ЭпиВак» вакцина илсе килнĕ. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пĕрремĕш компонентпа республикăра пурăнакан 514 817 çын прививка тутарнă, иккĕмĕшпе - 367 821 çын.

Вакцинаци тăвасси иртнĕ эрнере чылай ÿснĕ - 10 хут. Раççейре республика ку енĕпе улттăмĕш вырăн йышăнать.
Вулакансене астутаратпăр, прививкăна поликлиникăсенчи регистратурăсенче маларах çырăнса е «Госуслуги» портал урлă 180 вырăнта тутарма пулать. Çав шута мобильлĕ пунктсем те кĕреççĕ. Унсăр пуçне çак процедурăна «Сывлăхлă республика - сывлăхлă регион» акципе килĕшÿллĕн сывлăх поезчĕсем çинче те пурнăçлама май пур. Вĕсем аякри ял-паççулккасене ултă маршрутпа тухса çÿреççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Читайте нас