«Пелепей» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестрне çĕнĕ резидент кĕртнĕ. «Аппетит» ООО çурма фабрикатсемпе тата хатĕр апатсем хатĕрлĕ. Проекта хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 6 млн тенкĕрен иртнĕ.
- «Пелепей» ТОСЭРа 2016 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă территоринче 21 резидент регистраци иртнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 22 млрд тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне резидентсем 2‚3 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă. ТОСЭР резиденчĕн статусĕ пурри чылай çăмăллăхсемпе усă курма май парать. Республика правительстви инвесторсене Пушкăртстанра бизнес йĕркелесе ăна тупăшлă тытса пыма хăтлă условисем йĕркелет. Çакă вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма‚ çĕнĕ производствăсене хута яма тата халăхăн пурнăç шайне ÿстерме май парать‚ – тенĕ ПР экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕн çумĕ Екатерина Кликунова.
Пелепей район администрацийĕ муниципаллă пÿлĕм тупас тĕлĕшпе пулăшу панă. Инвестор хăйне килĕшекен çурта суйласа илнĕ.
«Аппетит» ООО проекта 2023 çулччен хута ярĕç. Унта 20 ĕç вырăнĕ уçĕç.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортоста#Уралсасси#нацпроекты#Повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости