Пин тенкĕлĕх купюра çине республикăн паллă вырăнĕсенчен пĕрне вырнаçтарма пултарĕç. Çакна республикăри Наци банкĕн пуçлăхĕ Марат Кашапов пĕлтернĕ.
Унăн сăмахĕсем тăрăх‚ 2021 çулта Раççей Банкĕ банкнотăсене çĕнетме тытăннă. 200 тата 2000 тенкĕлĕх номиналлă хут укçасемсĕр пуçне ытти банкнотăсен дизайнĕсем пурин те улшăнĕç.
Марат Кашапов кашни банкнотăна Раççейри федераллă округсенчен пĕрне халаллĕç тесе пĕлтернĕ Business FM-Уфа радиостанци эфирĕнче. Атăлçи федераллă округа пин тенкĕлĕх купюра çинче сăнлĕç.
- Укçан пит енĕ çинче Чулхулан паллă вырăнне вырнаçтарĕç‚ тепĕр енче – Атăлçи федераллă округри пĕр-пĕр регионăн объектне. Мĕн пуласси хальлĕхе паллă мар. Унта Пушкăртстанри паллă вырăнсенчен пĕри пулма пултарать. Купюра çинче вырнаçмалли символсен списокне эксперт ушкăнĕ хатĕрлет. Вĕсене кашни округра йĕркеленĕ. Экспертсен йышне историксем‚ культура деятелĕсем тата ытти специалистсем кĕнĕ. Раççей Банкĕ общественноçа явăçтарса символсене суйласа илĕ‚ банкнотăн çĕнĕ дизайнне çирĕплетĕ‚ – тенĕ Наци банкĕн пуçлăхĕ.
Çĕнетнĕ çĕр тенкĕлĕх хут укçапа çитес çулта усă курма тытăнăпăр‚ пин тата пилĕк пин тенкĕлĕх купюрăсемпе - 2023 çулта‚ 500 тенкĕлĕх банкнотăпа - 2024 çулта‚ 10 тата 50 тенкĕлĕххисемпе - 2025 çулта.
Хальхи банкнотăсене çĕннисемпе улăштарма кирлĕ мар‚ вĕсемпе малтанхи пекех усă курма пулать.
Ирида НОВИКОВА.