Пур хыпар та
Чăвашлăх
2 Июлӗн 2021, 14:55

Фольклориадăна CIOFF® президенчĕ Филипп Боссан килсе çитнĕ

Пушкăртстан тĕп хулин аэропорчĕ VI Пĕтĕм тĕнчери фольклориада хăнисене йышăнать. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулине  вун ултă çĕршыври -  Панама, Инди, АПШ, Мексика, Перу, Боливи, Румыни, Палестина, Кăркăсстан, Эстони, Коста-Рика, Бенин, Камерун, Австри, Болгари, Индонези -  пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитнĕ.

Çавăн пекех республикăна официаллă визитпа Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕсен тата йăлана кĕнĕ искусствăсен организацийĕн CIOFF®   президенчĕ Филипп Боссан та вĕçсе килнĕ.

 - Ĕпхÿ, Пушкăртстан, Республика Правительстви Фольклориадăна ирттерес тĕлĕшпе нумай пулăшни питĕ кăмăллă. Пандеми вăхăтĕнче  ку ĕçе пурнăçа кĕртме уйрăмах çăмăл мар. Ĕпхÿре кун йышши мероприятисем, конгрессем. фестивальсем пĕрре мар ирттернине, республикăн çак енĕпе опычĕ пуррине шута илсе фольклориадăна Пушкăртстанăн тĕп хулинче ирттерме шутларăмăр. Раççейри тата Пушкăртстанри CIOFF® та пирĕн шухăшсене ырласа йышăнчĕç. Фестиваль 40 ытла çĕршыва пуçтарни тата çак пысăк проекта пĕрле ирттерни савăнтарать, - тенĕ  CIOFF®   президенчĕ.

Фольклориадăна çавăн пекех CIOFF®  председателĕн çумĕ Кристиан Идальго Мацеи тата ЮНЕСКО представителĕ Артур Антил хутшăнĕç.

Пĕтĕм тĕнчери фольклорада -  CIOFF®  организацийĕн тăватă çулта пĕрре иртекен тĕп мероприятийĕ. Унта 37 çĕршыври 1100 артист хутшăнĕ. Фестивалĕн уяв программи Ĕпхÿ хулипе Пушкăртстан Республикин 22 муниципалитетĕнче иртĕ.  

Надежда РОДИОНОВА.

Фольклориадăна CIOFF®   президенчĕ Филипп Боссан килсе çитнĕ
Фольклориадăна CIOFF® президенчĕ Филипп Боссан килсе çитнĕ
Читайте нас