

Нефтекамскри районсем хушшинчи следстви пайĕ Янаул районĕнче 8 çулхи ача сарăмсăр вилнĕ тĕлĕшпе следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет.
Регионти Следстви комитечĕн пресс-службин малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче 18 00 сехетсенче арçын ача хăйĕн аппăш-йăмăкĕсемпе пытанмалла вылянă чухне картишĕнчи сарай çывăхĕнче ларакан кивĕ «Мир» холодильник ăшне пытанма шутланă.
«Холодильник пĕр енчен, тулашран, çеç уçăлнă. Шăпарлан ун ăшне çăмăллăнах кĕрсе тăнă, анчах та каялла тухайман. Çавна пула сывлăш çитемейннипе унăн чĕри тапма чарăннă. Арçын ачан ÿтне июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче 01.20 сехетре çеç тупнă»,- тесе пĕлтернĕ ведомствăра.
Следовательсем полици ĕçченĕсемпе пĕрле инкек пулса иртнĕ вырăна пăхса çаврăннă. Судпа медицина экспертизи ирттерме палăртнă, ашшĕ-амăшне ыйтса пĕлеççĕ, çемьен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене тĕпчеççĕ, пăтăрмах мĕн сăлтава тата мĕнле условисене пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.