

Пушкăртстанри Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ Кушнаренковă районĕнче пулса иртнĕ аварири лару-тăрăва уçăмлатнă. Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çул çинчи пăтăрмаха пула ултă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăваттăшне больницăна ăсатнă, пĕрне медицина пулăшăвĕ панă.
- Икĕ çăмăл тата икĕ çăк турттаракан автомобильсем çапăннине пула «Лада Ларгусри» тăватă Тÿртÿллĕ районĕн çынни (1966, 1967, 1986 тата 1988 çулта çуралнă хĕрарăмсем), пĕр Ĕпхÿ хĕрĕ (1998 çулхи) тата пĕр арçын (кам пулнине тĕпчеççĕ) вилнĕ. 1967 çулта çуралнă, Тÿртÿлли хулинче пурăнакан «Лада Ларгус» водительне тата Мускав çыннине, «Нива» автомобилĕн 67 çулхи водительне, унăн икĕ пассажирне (1957 тата 1958 çулта çуралнăскерсем) больницăна ăсатнă. «Скания» хурçă утăн рулĕ умĕнчи 1976 çулта çуралнă арçынна (Тутарстан Республикинчен) малтан больницăна илсе кайнă, унта медицина пулăшăвĕ панă хыççăн кăларса янă,- тесе пĕлтернĕ çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха сыхлакан ведомствăн отчетĕнче.
Малтанхи тĕпчевсем хыççăн çакă паллă: 2021 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ĕпхÿ еннелле каякан М-7 çул çинчи 1284-мĕш çухрăмра Scania маркăллă çăк турттаракан автомобилĕн пынă çĕртех малти сулахай кустăрми тухса ÿкнĕ. Кустăрма хирĕç килекен «Лада Ларгуса» пырса çапăннă. Çăмăл автомобиль Ĕпхÿрен Тÿртÿллĕ хулине пассажирсене илсе килнĕ. Çакăн хыççăн вăл çаврăнса ÿксе ытти автомобильсемпе çапăннă та çунма пуçланă. Ултă пассажир та вилнĕ.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çул çинчи инкек мĕн сăлтавпа пулса иртнине кĕске вăхăт хушшинче уçăмлатма, суранланнисемпе вилнĕ çынсен çывăх çыннисене кирлĕ медицина пулăшăвĕ пама хушнă.
Юрий СНЕГОПАД.