

Пушкăртстанра шăрăх кунсем тăнине тата пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнине пула Абзелил, Баймак, Белорецк, Бурзян, Зилаир, Кугарчă, Учалă, Зианчура тата Хайбулла районĕсенче çынсене вăрмансене кĕме чарнă.
2021 çулхи апрель-июнь уйăхĕсенче çумăр çуманнине пула республикăн Урал леш енчи сăртлă, вăрманлă вырăнĕсенче çĕр лаптăкĕсем типни палăрать тесе пĕлтернĕ ПР Вăрман хуçалăх министерстви.
Июнь уйăхĕн иккĕмĕш декадинчен пуçласа аслати пулăмĕсем йышлăланнă, çавăнпа пушарсен шучĕ питĕ хăвăрт ÿснĕ. Белорецк, Бурзян, Зилаир, Зианчура, Кугарчă, Хайбулла, Учалă районĕсенче июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен 35 пушар тухнине шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле 220 гектар вăрман çуннă. Çавна пула çÿлерех асăннă районсенче июль уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 20 куна çынсене çуран та , автотранспортпа та кĕме чараççĕ. Чару мери июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçленмелле.
Пушкăртстанри Вăрман хуçалăх министерстви вăрмансем çунакан вырăнсемпе юнашар вырнаçнă лаптăксене кĕме юраманнине асăрхаттарать. Мĕншĕн тесе вăрман çуннă хыççăн тухакан газ каяшĕсемпе çынсем наркăмăшланма пултараççĕ. Çавăн пекех ведомство мĕнпур çынсенчен пушар хăрушсăрлăх нормисене пăхăнма ыйтать.
Юрий МИХАЙЛОВ.