Пур хыпар та
Чăвашлăх
3 Июлӗн 2021, 17:39

Владимир Путин Фольклориада-2021 хутшăнакансемпе хăнасене саламланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ĕпхÿре иртекен VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна хутшăнакансен, йĕркелекенсен тата куракансен ячĕпе салам телеграмми янă. Ăна паян Кремль сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

«Хаклă туссем!

Сире Ĕпхÿре иртекен VI Пĕтĕм тĕнчери Фольклориада уçăлнă ятпа саламлама хавас.

Фестиваль нумай нациллĕ Пушкăртстанра, хăнасене тарават кĕтсе илекен çĕр çинче, ăçта тĕрлĕ халăхсемпе  терлĕ тĕне йышăннă çынсем килĕшÿре те тату пурăнаççĕ, иртни символла пулăм шутланать. Хамăрăн хăйне евĕр историпе культура, ăс-тăн эткерне упрасси патшалăхăн малта тăракан ĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Паллах, эпир ăруран ăрăва куçса пыракан халăх ÿнерĕн пуян йали-йĕркисемпе, фольклор ушкăнĕсемпе талантлă сцена ăстисен çитĕнĕвĕсемпе, пĕтĕм тĕнчипе палăрнă илĕмлĕ промысла ал ĕç ăстисемпе мăнаçланатпăр»,- палăртнă президент.

Çавăн пекех вăл форум туслă та пĕр-пĕрне ăнлакан лару-тăрура иртессе шанса тăнине пĕлтернĕ. Паллах, тĕнчерен пухăннă хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç, асра юлмалли самантсем хăйсене тата куракансене парнелĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Читайте нас