Пур хыпар та
Чăвашлăх
5 Июлӗн 2021, 17:10

«Москва слезам не верит» режиссерĕ Владимир Меньшов пурнăçран уйрăлса кайнă

 Паян, июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирхи 9. 40 сехетре  Совет тата Раççей актерĕ,  кинорежиссер, сценарист, телеведуший, РСФСР халăх артисчĕ, сенкер экран умĕнче ларнă чух пире  сахал мар телейлĕ самант парнеленĕ  Владимир Меньшов пурнăçран уйрăлса кайнă.

 Паян, июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирхи 9. 40 сехетре  Совет тата Раççей актерĕ,  кинорежиссер, сценарист, телеведуший, РСФСР халăх артисчĕ, сенкер экран умĕнче ларнă чух пире  сахал мар телейлĕ самант парнеленĕ  Владимир Меньшов пурнăçран уйрăлса кайнă. Владимир Валентинович сентябрь уйăхĕнче  82 çул тултармалла пулнă. Вилĕм патне кăшăлвируса пула аталаннă  чирсем илсе çитернĕ.   5-tv.ru пĕлтернĕ тăрăх, кино тата искусство деятельне июнь уйăн 22-мĕшĕнче вируслă пневмонипе Мускаври 15№ больницăна вырттарнă. Тухтăрсем  унăн  сывлама сывлăшĕ çитменнине каярах кăшăлвируспа чирленине палăртнă.  

 «Паян эпир, хăйĕн пĕтĕм пултарулăх вăй-хăватне тăван киностудие панă халăх режиссерне çухатрăмăр. Унăн фильмĕсене миллионшар çын пĕлет, юратса пăхать»,  - тет хурланса «Мосфильм» коллективĕ.

В.В. Меньшов вилнĕ пирки хурланнине Раççей Президенчĕ Владимир Путин  та пĕлтернĕ.

Владимир  Валентинович «Москва слезам не верит», «Любовь и голуби», «Розыгрыш» паллă совет фильмĕсем ÿкернĕ. 1981 çулта СССР Патшалăх премийĕпе наградăланă. «Москва слезам не верит» фильм «Ют чĕлхепе ÿкернĕ чи лайăх фильм» номинацире «Оскар» премине илме тивĕçнĕ.

Владимир Меньшовпа июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче кинематографистсен Тĕп çуртĕнче, пысăк залра, сывпуллашĕç.  Халăх юратнă кино тата искусство деятелĕ Новодевичево масарĕ çинче  ĕмĕрлĕх канлĕх тупĕ.

Надежда РОДИОНОВА.

 

«Москва слезам не верит» режиссерĕ Владимир Меньшов пурнăçран уйрăлса кайнă
«Москва слезам не верит» режиссерĕ Владимир Меньшов пурнăçран уйрăлса кайнă
Читайте нас