VI Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăн «Торотау» Конгресс-холл çывăхĕнчи тĕп лапама уçнă çĕре Индинчи‚ Ахмедабад хулинчи‚ халăх ташшин коллективĕ хутшăннă. Куракансене колоритлă сăн-пит‚ илемлĕ тумсем‚ Инди делегацийĕн капăрлăхĕсем тыткăнламаллипех тыткăнланă.
Коллектив ертÿçи Чайтанья Даве ансамбльпе паллаштарнă:
- Пирĕн ансамбль профессиллĕ ушкăн шутланать. Вăл Гуджарат штатăн Культура департаменчĕн йышне кĕрет. Çирĕм çул хушшинче пирĕн коллектив 30 çĕршывра пулса курчĕ. Юлашки тăватă çулта ансамбль çĕршывăн чи лайăх ушкăнĕ ята тивĕçрĕ. Хамăр хулара эпир халăх тата урам ташшисене ташлакан пĕртен-пĕр ушкăн шутланатпăр. Коллектив йышăнче профессиллĕ музыкантсемпе юрăçăсем тата студентсем пулнине палăртса хăвармалла.
Ансамбль программине Кришна Турра халалланă паллă дандьярас ташши кĕнĕ. Ăна пĕчĕк зонтиксемпе тата тĕрлĕ тĕслĕ патаксемпе усă курса ташлаççĕ.
Индинчен килнĕ коллективăн ташшине июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче курма пулнă‚ 5-мĕшĕнче - Дюртюлĕ хулинче‚ июлĕн 6-мĕшĕнче - Янаулта‚ 7-мĕшĕнче - Татăшлăра‚ июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче - Нефтекамск хулинче‚ июлĕн 9-мĕшĕнче - Верхнеяркеевăра.