Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн 2021, 12:37

Фермер браконьерсенчен таракан хир качакин путеккине çăлнă

Салават ялĕнчи Аракулово ялĕнчи фермер пĕчĕк тискер чĕр чуншăн чăн-чăн хăтаруçă  пулса тăнă. Ильмир Абдуллин вăрман урлă хăйĕн анисене пăхма кайнă та вăйсăрланнă хир качакин путекки тĕлне килсе тухнă.

Салават ялĕнчи Аракулово ялĕнчи фермер пĕчĕк тискер чĕр чуншăн чăн-чăн хăтаруçă  пулса тăнă. Ильмир Абдуллин вăрман урлă хăйĕн анисене пăхма кайнă та вăйсăрланнă хир качакин путекки тĕлне килсе тухнă. Пĕчĕкскерĕн амăшĕ пулман,  ăна, ахăртнех,  браконьерсем персе вĕлернĕ. Вăрманăн пĕчĕк чĕр чунĕ тискер çынсенчен тарнă чухне урине хуçнă та хăй тĕллĕн утайман.

Ильмир качака путеккине ветеринари клиникине илсе кайнă. «Салават çĕрĕ çинче» кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ Сергей Гусев пĕчĕкскерĕн урине гипс хунă. Тепĕр икĕ эрнерен гипсне хывĕç, вăрман хăнине тискер чĕр чунсен приютне парĕç.

Надежда РОДИОНОВА.   

Фермер браконьерсенчен таракан хир качакин путеккине çăлнă
Фермер браконьерсенчен таракан хир качакин путеккине çăлнă
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас