Çтерлĕ‚ Кумертау тата Мелеуз хулисенче пурăнакан 25-38 çулхи çичĕ арçынна интернет-сайчĕсем урлă наркотик сутнăшăн айăпланă. Кумертау хулинчи районсем хушшинчи суд çакнашкал йышăну тунă.
Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ чăн малтан наркоушкăн виçĕ çынран тăнă. Унтан унăн пайташĕсем тата тăватă çынна явăçтарнă.
- Наркоушкăнри çăмăл укçана хапсăнакансем Кумертаупа Мелеуз хулисене наркотикпа тивĕçтерекенсенчен тата ăна саракансенчен пĕрисем шутланнă. «Шурă вилĕм» сутакансен киревсĕр ĕçне полици ĕçченĕсем 2019 çулхи ноябрь уйăхĕнче чарса лартнă. Йĕрке хуралçисем пысăк виçепе наркотик‚ электронлă тараса‚ полимерлă хутаçсем‚ магнитсем‚ телефонсем тата ытти япаласем те туртса илнĕ‚ – тенĕ надзор органĕн ĕçченĕсем.
Суд умне тăнă çынсем хăйсен айăпне туллин йышăнман. Фемида ĕçченĕсем наркоушкăнăн пайташĕсене çирĕп тата пĕтĕмĕшле режимлă колонисене 6 çулта 6 уйăхран пуçласа 10 çулта 6 уйăха çити яма йышăннă. Айăпланакансем 10 кун хушшинче приговор пирки жалоба пама пултараççĕ.
Ирида НОВИКОВА.