Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн 2021, 16:17

Пелепейĕнче картишсене илемлетеççĕ

Пелепей хулинче «Пушкăрт картишĕсем» республика программипе килĕшÿллĕн çуртсем умĕнчи картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров паян ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Ленин урамĕнчи 30 тата 32‚ çавăн пекех Тукаев урамĕнчи 81 çуртсем умĕнчи ĕçсем мĕнле пынине хак панă.

Пелепейĕнче картишсене илемлетеççĕ
Пелепейĕнче картишсене илемлетеççĕ

Пелепей хулинче «Пушкăрт картишĕсем» республика программипе килĕшÿллĕн çуртсем умĕнчи картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров паян ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Ленин урамĕнчи 30 тата 32‚ çавăн пекех Тукаев урамĕнчи 81 çуртсем умĕнчи ĕçсем мĕнле пынине хак панă. Кунта асфальт сарнă‚ тротуарсем хĕррипе бордюрсем тата пĕчĕк архитектура формисем вырнаçтарнă‚ йĕри-тавра çутăпа тивĕçтернĕ‚ çитес вăхăтра ача-пăча лапамĕ  йĕркелĕç.

Конкурс кăтартăвĕсен йĕрки тăрăх 1‚4 млн тенкĕ укçа перекетлесе Фурманов урамне иртмелли çула та асфальт сарнă. Çÿлерех асăннă çуртсем умĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртме 14‚5 млн тенкĕ тăкаклĕç. Мĕнпур ĕçсене сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

 - Хулара тирпей-илем хуçаланать‚ çулсене йĕркене кĕртнĕ‚ экономика аталанать. Август уйăхĕнче Пелепей хулинче аш-какайран продукци туса кăларакан пысăк завод хăпартма тытăнĕç. Унта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç‚ - тенĕ Радий Хабиров.    

Ирида НОВИКОВА.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас