Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Июлӗн 2021, 11:30

Республика пуçлăхĕн тата унăн командин тÿпи пысăк

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстан Республики промышленность политикине тивĕçлĕ пурнăçлассипе Раççей субъекчĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни паллă пулнă.

- Паллах, çак ĕçре республика пуçлăхĕн Радий Фаритовичпа унăн командин, Промышленность министерствин тÿпи пысăк, - тесе шутлать «Пушкăрт сода компанин» генеральнăй директорĕ Эдуард Давыдов. - Пушкăрт сода компанийĕ юлашки çур çулта Промышленность министерствипе, правительство аппарачĕпе, ПР премьер-министрĕпе тачă çыхăнура ĕçлет, çавăнпа та хăй пĕрре мар предприятисене уйăракан пулăшу мерисемпе тата формисемпе усă курнă. Çав шута экспорт пулăшăвĕ, Промышленность аталанăвĕн фончĕ çĕнĕ производство йĕркелеме кредитпа субсиди пани кĕреççĕ. Çыхăнура ĕçлени пире тупăшпа экспорт енчен финанс кăтартăвĕсене 30% ытла ÿстерме май пачĕ. Промышленность министерствин, Пушкăртстан Правительствин ĕçне çÿллĕ шайра хаклани çак ĕçре кашни кун тăрăшакансемшĕн тивĕçлĕ награда шутланать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Производительностьтруда

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас