«Ял хуçалăх страхлав сферинче патшалăх пулăшăвĕ парасси тата «Ял хуçалăхне аталантарасси çинчен» калакан Федераллă закона улшăнусем кĕртесси» Федераллă закон вăя кĕнĕ.
- Закона ял хуçалăх сферинче çут çанталăкпа çыхăннă инкеклĕ лару-тăру сиксе тухсан страхлав тÿлевĕ парас тĕллевпе çырса хатĕрленĕ. Унта компенсаци виçине те палăртнă‚ - тенĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тăкаксен страхлав премийĕн (е субсиди) виçи 80 процентпа танлашать. Пĕчĕк предпринимательсемшĕн асăннă компенсаци виçи 2023 çулччен сыхланса юлать. Унтан тапхăрсем çине пайланса 2025 çул тĕлне 50% çити чакать. Пысăк ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн субсиди виçи çулталăкран 50% çити пĕчĕкленме пуçлать.
Ирида НОВИКОВА.