Чăвашлăх
8 Июля 2021, 04:29

980 млн тенкĕлĕх сысна комплексĕ хăпартнă

«Таврос» компанисен ушкăнĕ Пелепей районĕнче сысна çитĕнтерекен пĕрремĕш выльăх-чĕрлĕх лапамне туса пĕтернĕ. «Пушкăртстанри аш-какай компани» ООО тĕп директорĕ Ринат Зайнуллин мĕнпур корпуссене хăпартни‚ вĕсенче электричество сечĕсене монтажлани çинчен пĕлтернĕ. Комплекс çулталăкне аш-какай валли  80 пин пуç сысна çитĕнтерме пултарать.  Вĕсен чĕрĕ виçи 127 килограмма çитĕ.

980 млн тенкĕлĕх сысна комплексĕ хăпартнă980 млн тенкĕлĕх сысна комплексĕ хăпартнă
980 млн тенкĕлĕх сысна комплексĕ хăпартнă

«Таврос» компанисен ушкăнĕ Пелепей районĕнче сысна çитĕнтерекен пĕрремĕш выльăх-чĕрлĕх лапамне туса пĕтернĕ. «Пушкăртстанри аш-какай компани» ООО тĕп директорĕ Ринат Зайнуллин мĕнпур корпуссене хăпартни‚ вĕсенче электричество сечĕсене монтажлани çинчен пĕлтернĕ. Комплекс çулталăкне аш-какай валли  80 пин пуç сысна çитĕнтерме пултарать.  Вĕсен чĕрĕ виçи 127 килограмма çитĕ.

Проекта пурнăçа кĕртме 980 млн тенкĕ тăкакланă‚ 45 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров июль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май‚ çĕнĕ ял хуçалăх предприяти ĕçе пуçăнма хатĕр пулнине хак панă. Комплекса 1580 пуç сысна илсе килмелле.

 - Пушă уй-хирте пысăк та паянхи куна тивĕçтерекен ферма «ÿссе ларчĕ». Çакна индустриаллă ял хуçалăхĕ тесе калама пулать. Асăннă проекта «Инвестици сехечĕсенчен» пĕринче пăхса тухнăччĕ‚ ырланăччĕ. Инвесторсем проекта чылай укçа‚ 980 млн тенкĕ‚ хыврĕç. Август уйăхĕнче Пелепей хулинче тата тепĕр проект - аш-какайран продукци туса кăларакан завод - пурнăçа кĕме пуçлĕ. Пирĕншĕн «Таврос» шанчăклă парнер шутланать. Эпир вĕсене малашне те пулăшу пама шантаратпăр‚ – тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров тата AVG Capital Partners тÿрĕ инвестицисен фончĕн партнер ертÿçи Рустем Миргалимов Пелепей тăрăхĕнче паянхи саманана тивĕçтерекен аш-какайран продукци туса кăларакан  предприяти хăпартасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Çĕнĕ аш-какай комбиначĕ талăкне 200 тонна яхăн сивĕтнĕ аш тата 100 тонна яхăн кăлпасси туса кăларĕ. Инвестицисен калăпăшĕ - 9‚4 млрд тенкĕ. Проекта пурнăçлани 1100 ĕç вырăнĕ уçма май парать. Производствăна 2024 çул тĕлне хута ярĕç.

Çавăн пекех «Таврос» компанисен ушкăнĕ Пелепей районĕнче 2700 сысна ами усрамалăх сысна комплексĕ хăпартать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме 1‚8 млрд тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Вĕсенчен паянхи кун тĕлне 1‚1 млрд тенкине хывнă. Унсăр пуçне 68 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелĕç.

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас